Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пурӗ 2300 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ — шкул ачисемпе вӗсене пӗлӳ паракансем, студентсем, артистсем, журналистсем, пенсие тухнисем тата ыттисем. Ҫав шутра тӳре-шара та пур.
Диктанта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та ҫырнӑ. Вӑл акцие мухтанӑ, Чӑваш чӗлхин кунӗ умӗн ҫавнашкал пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти ирттерни питӗ аван пулнине палӑртнӑ. Малашне ҫак пулӑм республика тулашне те, вӑл шутра чикӗ леш енне те сарӑласса шанса каланӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче Раҫҫей шайӗнче мала тухнӑ Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче ӑс паракан Александр Степанов вуланӑ.
Красноармейски пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа вунӑкунлӑх иртрӗ. Ҫак вӑхӑтра шкулта Красноармейски ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗнче ӗҫлекенсем те пулчӗҫ. Районти тӗп вулавӑшра вӑй хуракан Гурьева С.В. Николай Карай сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа «Вӑл ҫуралнӑ ҫыравҫӑ пулмах…» мультимедилле хӑтлав хатӗрленӗ. Унпа усӑ курса вӑл 5 тата 10б классенче вӗренекенсене ентеш-поэтӑн кун-ҫулӗпе, пултарулӑхӗпе, пичетленнӗ кӗнекисемпе паллаштарчӗ, викторина ирттерчӗ. Ҫак тӗлпулу ачасене питӗ килӗшрӗ. Трак енри Карай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Томск облаҫӗнче пурӑнакан поэтӑмӑр ҫинчен ытларах пӗлме май пачӗ. Красноармейски ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗ ҫумӗнчи «Кӑмӑл» ансамблӗн пӗр ушкӑнӗ Николай Карай сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗ. Надежда Филиппова, Светлана Васильева юрӑҫсем тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Алексеев музыкант вӗренекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Трак тӑрӑхӗнчи шкулсенче пуҫаруллӑ ӗҫлекен вӗрентекенсен методикӑпа меслетлӗх ушкӑнӗ сӗннипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) тата Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика пӳлӗмӗн ӗҫченӗсем ертсе пынипе (ертӳҫи — Фризен М.Ф.) Чӑваш чӗлхи кунне халалласа акан 25-26-мӗшӗсенче Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен 1-мӗш фестивалӗ иртрӗ.
Фестиваль тӗллевӗ — Федераллӑ Патшалӑх Вӗрентӳ Стандарчӗпе килӗшсе тӑракан тата паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен урок пама хӑнӑхасси, пултаруллӑ вӗрентекенсене тупса палӑртасси тата вӗсене хавхалантарасси.
Фестиваль хӑнисемпе тата унта хутшӑнакансем уҫӑ урок ирттерме тата вӗсене хак пама икӗ ушкӑна пайланчӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑн малтанхи кун 6 уҫӑ урок итлесе хак пачӗ, иккӗмӗш ушкӑн вара тепӗр кунне 4 уҫӑ урок итлерӗ.
Фестиваль Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Чатукасси тӗп шкулта вӑй хуракан Р.И.Яковлевӑн «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» урокӗпе уҫӑлчӗ. Хӑй урокне вӗрентекен Чӑваш Патшалӑх Гимнӗпе пуҫларӗ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче И.Я.Яковлева тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫулсеренех тӗрлӗрен те тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ май шкулта акан 26-мӗшӗнче «Пултаруллӑ чӑваш вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем» конкурс ирттерчӗҫ. Конкурса хутшӑнаканӗсем шкулти директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Николаева С.П., чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Петрова А.Г. тата 10-мӗшпе 11-мӗш классенче вӗренекен пикесем Юля Казаковӑпа Оля Соловьева пулчӗҫ.
Уяв каҫӗ питӗ илемлӗ те хаваслӑ иртрӗ. Конкурса хутшӑнакансем чи малтанах чӑваш тумӗсемпе илемлӗн утса тухса хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравласа ӑс пуянлӑхне кӑтартрӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара хӑйсем мӗн пултарнине кӑтартса савӑнтарчӗҫ. Питӗ пултаруллӑ иккен вӗренекенсем те, вӗсене вӗрентекенӗсем те! Мӗн тери илемлӗ юрӑсем юрласа, сӑвӑ каласа, ташӑ ташласа савӑнтарчӗҫ вӗсем куракансене. Уява конкурсантсем вальс ташласа вӗҫлерӗҫ.
Тӗнчери кашни халӑхӑн хайӗн тӑван чӗлхи пур. Пирӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Ҫак чӗлхе пур чухне чӑваш халӑхӗ те пур. «Чӗлхе пӗтсен, халӑх пӗтет», — тенӗ И.Я.Яковлев.
Самана улшӑнса ҫӗнелчӗ. Чӑваш чӗлхи те халӑхпа пӗрле хӑйӗн чапне ӳстерчӗ. Чӑваш каччи ҫӑлтарсемпе калаҫрӗ. Петер Хусанкай «Эп — чӑваш ачи» сӑвӑ ҫырса савӑнтарчӗ.
Ҫак сӑвӑран пуҫланчӗ та акан 25-мӗшӗнче Анат Кӑмаша ял вулавӑшӗнче «Тӑван чӗлхе — таса ҫӑлкуҫ» сӑвӑ вулакансен конкурсӗ. Конкурса Анат Кӑмаша шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Архипов Андриян «Асли ҫук ҫӑкӑртан» (В.Давыдов-Анатри) тата Якимова Анастасия «Эп чӑваш ачи» (П.Хусанкай) сӑвӑсене каласа парса пӗрремӗш вырӑна пайларӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Никитин Денис Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуласа йышанчӗ. Морозова Кристина хӑйӗн уҫӑ сассипе Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
АКА | 26 |
Ӗнер чӑваш чӗлхи кунне Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче та анлӑн паллӑ турӗҫ. Иртенпех чӑваш юррисем янрарӗҫ. Тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑ, ӑмӑртусем ирттерчӗҫ. Уроксем хыҫҫӑн вара чӑваш эстрада юррисен пысӑк концерчӗ пулчӗ. Кунта вара 1 класран пуҫласа 11 класс ачисем хутшӑнчӗҫ. Чӑннипех те, ачасем хӑйсене артистсем пек тытма тата юрлама пултарни куракансене тӗлӗнтерчӗ. Тури Туҫа шкулӗнче вӗренекен ачасем вӗренӳре те, ӗҫре те, уявра ҫапла хастаррӑн хутшӑнни ашшӗ-амӑшсене савӑнтарчӗ.
Паян, акан 25-мӗшӗнче, кашни чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхи кунне уявлать. Ҫак уява халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, митингсем, семинарсем.
И. Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче иртекен уява палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 20 ҫул ҫитрӗ — постановление 1992 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать!
Шанас килет! Паянхи вӑхӑтра та хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатман чӑваш чӗлхи малалла аталанӗ, ун сассийӗ ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен нихӑҫан та ҫӗтмӗ, нихӑҫан та ҫухалмӗ. Вӑл пирӗн пурнӑҫри кашни хутлӑха кӗрсе вырнаҫӗ, тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ! Пирӗн чӗлхе вӑл халӑх мӑнаҫлӑхне кӑтартакан паллӑсенчен пӗри! Вӑл яланах чӑвашпа пӗрле пулӗ, халӑха телей парса тӑрӗ! Петӗр Хусанкай сӑмахӗсем — чӑн сӑмахсем: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»
Чӑваш чӗлхи кашни кун янратӑр — килте те урамра та, хулара та ялта та! Ҫапла пултӑр!
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Тӑван чӗлхе — наци культурин управҫи, этемлӗхӗн нумай тӗрлӗ культура пуянлӑхне сӑнарлакан аслӑ та сайра тӗл пулакан паха тупра. Вӑл хутшӑнупа воспитани хатӗрӗ ҫеҫ мар, ҫут тӗнче илемлӗхне тата унӑн тӗрлӗ енлӗхне туллин палӑртма май паракан япала та. Ӑна пула чӑваш халӑхӗн сайра йышши хӑйне евӗрлӗхӗ аваллӑхран пуҫласа паянхи кунччен тивӗҫлипе сыхланса упранать. Тӑван чӗлхе вӑл пирӗншӗн — никамран та хаклӑ аннемӗрӗн асран кайми сӑпка юррийӗ, ҫут тӗнчене пӗлме-курма пуҫланӑ май хамӑр каланӑ пӗрремӗш сӑмахсем. Ӑслӑ Вӗрентекенӗмӗр тата Ҫул пуҫӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн пӗлӳлӗх сӑпки пулса тӑнӑ пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫнӑ, тӑван сӑмах паянхи шкулсенчи вӗренӳ класӗсенче, аслӑ шкулсен аудиторийӗсенче, кӗнеке-хаҫат страницисенче, театр сцени ҫинче тата телевиденипе радио эфирӗнче тивӗҫлипе янӑратӑр тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паян Чӑваш чӗлхин уявне тӑван халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тата ӑс-пурлӑх пуянлӑхне ӑруран-ӑрӑва куҫарса пыракан, чӑваш чӗлхине сыхласа упрамалли майсем палӑртакан Раҫҫей Федерацийӗн чылай регионӗнче тата ытти ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ачасен кӑмӑл-сипетне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне, наци сӗмлӗхне аталантарасси питӗ ҫивӗч тӑрать. Этемӗн ҫак енӗсене ачаранах аталантармасан унран тӑван ҫӗршыва чунтан-чӗререн парӑннӑ чӑн-чӑн этем пулаймӗ.
Тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрени, тӗрлӗ ӗҫ-пулӑмсем ирттерни, чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе тӗлпулусем йӗркелени, тӑван халӑх йӑли-йӗркине ӑша хывни ачасен наци сӗмне вӑйлатать.
Палтай шкулӗнче (Етӗрне районӗ) пултаруллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем йӗркелесе ачасене явӑҫтарасси йӑлана кӗчӗ. Ҫулсерен шкулта ятарласа Чӑваш чӗлхипе литературин уявне ирттерме тытӑнтӑмӑр. Кӑҫал ку уява Чӑваш чӗлхин кунне халалларӑмӑр. Палӑртнӑ кун чӑваш тӗррри-эрешӗпе илемлетнӗ зала лӑк тулли халӑх пуҫтарӑнчӗ. Шкула хӑнана Чӑваш Республикинчи профессилле писательсем Арсений Тарасов, Василий Кервен, «Самант» журналӑн шеф-редакторӗ Владимир Васильевич Степанов, Николай Львович Сапожников — районти этем тата ҫутҫанталӑк центрӗн ертӳҫи, хамӑр тӑрӑхри ҫыравҫӑ, Валерий Муравьев таврапӗлӳҫӗ килсе ҫитрӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне ӗҫ комитечӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ – чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене ҫирӗплетрӗ.
Конкурс нарӑсӑн 2-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине вӗренекен шкулсенче иртнӗччӗ. Вӑл чӗлхе пӗлӗвӗпе интересленекен шкул ачисен пултарулӑхне уҫса пама пулӑшать, чӗлхе ӑслӑлӑхӗ патнелле туртӑнма хистет.
Пӗтӗмпе вӑййа 20 563 вӗренекен хутшӑнчӗ: Чӑваш Республикинчен — 19 514, Тутарстанран — 563, Пушкӑртстанран — 379, Самара тӑрӑхӗнчен — 74, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен — 33 вӗренекен. Конкурсӑн ӗҫ комитетчӗ пӗтӗмпе 112 ҫӗнтерӳҫӗ палӑртрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.